Вӑхӑт сисӗнмесӗр шӑвать — «Тӑван радио» эфирта янӑрама пуҫланӑранпа ҫулталӑк хыҫа юлчӗ. Ӑна Наци радиовне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа республикӑри районсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тӑрӑхӗнче те чӑвашла радио сассине илтнӗ.
Икӗ чӗлхепе янӑракан радиона халӑх хапӑлласа йышӑннӑ. Унта чӑвашла, вырӑсла юрӑсем янӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех информаци, аналитика, социаллӑ, ҫутта кӑларакан кӑларӑмсем куллен эфира тухаҫҫӗ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче «Тӑван радио» радиоитлекенсене парнесемпе, лайӑх кӑмӑлпа савӑнтарӗ. 19 сехетре пурне те «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче кӗтеҫҫӗ. Унта ҫуралнӑ кун ячӗпе шоу иртӗ.
Раштавӑн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ГЭСстрой ҫурчӗ умӗнче ача пахчисенче ӗҫлекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ тата КПРФӑн Чӑвашри уйрӑмӗн элчисем митинга пухӑннӑ.
100 ытла ҫын митинга чиновниксене хулари ача пахчисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатмаллине калас тесе тухнӑ. Анчах тӳре-шара вӗсем чӗнсе каланине хӑлхана чикмен, мероприятие чӗннӗ пулсан та килмен. Мероприятие килнисенчен пӗри митинг мар (тӳре-шара унта ҫавах килмест-мӗн), забастовка тума сӗннӗ.
Ача пахчинче ӗҫлекенсем ӗҫ укҫине пысӑклатма ыйтнӑ, митинг йӗркелӳҫисенчен пӗри Александр Филиппов тухса калаҫнине халӑх хапӑлласа йышӑннӑ.
Пухӑннӑ халӑх каланӑ тӑрӑх, ача пахчисенче вӑй хуракансем икӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе ушкӑна сӑнаҫҫӗ, уйӑхне 5 пине яхӑн тенкӗ укҫа илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли апата тӳлевсӗр тума ыйтнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ вара ача пахчишӗн тӳлекен укҫана ҫӗнӗрен пӑхса тухма ыйтнӑ. Халӑх умне КПРФ элчисем тухса калаҫнӑ. «25 ҫулта хулара 2 ача пахчи хута янӑ, республикӑра — 7. Эпир тунӑ тесе калаҫҫӗ тата. Намӑс!» — тенӗ Анатолий Никонов.
Сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен федераци программи ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫсем тӑвать. Кӑҫал Чӑваш Енре социаллӑ тытӑмри 27 объекта сусӑрсене кӗрсе ҫӳремелле меллӗ майсем тунӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — Патӑрьел районӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем.
Акӑ инженер-радиотехник специальноҫӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ сусӑр кӳмипе ҫӳреме пултарасса шухӑшламан та. Анчах чир шала кайса вӑл сусӑрланнӑ. Темиҫӗ ҫул каялла Сергея ӗҫпе тивӗҫтерекен центра шута тӑратнӑ. Халӗ унта улшӑнусем пулнине вӑл та сиснӗ: кӳмепе кӗрсе ҫӳреме меллӗ. Пандус пур, чӗнмелли пускӑч та кунтах. Алӑксем те сарлака.
Пӳлӗм планӗсене сусӑрсен обществисемпе канашласа тунӑ. Шупашкарта кӑна 30 пин ытла сусӑр пурӑнать. Центр директорӗ Анатолий Малов каланӑ тӑрӑх, ҫурта ятарласа центр валли туман. Вӑл ача пахчи пулнӑ. Халӗ пандуса кирлӗ пек тунӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 537 сусӑр килнӗ, вӗсенчен 60 процентне ӗҫ тупса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр клубра «Мисс бикини» конкурс иртнӗ. Ун пирки республикипех калаҫмӗччӗҫ-и тен… Анчах унта шкул ачи ҫӗнтерни шӑв-шав ҫӗкленӗ.
Ҫитменнине, 18 ҫул тултарман пике пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку конкурса иккӗмӗш хут хутшӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ вара ӑна пулӑшнӑ, ҫӗнтерме хавхалантарнӑ-мӗн. Тӳлевсӗр саланакан пӗр хаҫатра ун пирки 14 ҫулта тесе ҫырнӑ, унтан ку хисепе 17-пе тӳрлетнӗ.
ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, мораль тӗлӗшӗнчен ку чылай ыйту ҫуратать. Анчах шкул ачисене кунашкал конкурса хутшӑнтарма чаракан саккун ҫук-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗн килӗшӗвӗ ҫеҫ кирлӗ.
18 ҫул тултарманнисене кун пек конкурса хутшӑнтарма чарас ыйтӑва кӑҫал нарӑс уйӑхӗнчех ҫӗкленӗ. Раштав уйӑхӗнче Патшалӑх Думи ку проекта пӑхса тухӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна пӑснӑшӑн ашшӗ-амӑшне 5 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ, юридици сӑпачӗсене — 1 миллион тенкӗлӗх.
«Раҫҫей хаҫӑчӗ» кун пек конкурссем ачасен психикине сиенлетни пирки ҫырать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче «Ачасем валли чӑвашсен фортепиано музыки» лекци-концерт иртнӗ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн фортепиано кафедрин доценчӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Светлана Заломнова йӗркеленӗ.
Лекци-концерта Культура ҫулталӑкне халалланӑ. «XX ӗмӗрти чӑваш композиторӗсен ача-пӑча фортепиано музыки Ӳсекен ӑрӑвӑн воспитанийӗнче» проекта Раҫҫейӗн гуманитари наукисен фончӗ укҫапа пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасене Светлана Заломнова Геннадий Воробьев композитор пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Ача-пӑча сюитинчи» фортепиано валли ҫырнӑ пьесине, «Колхозри уяв» сюитӑна, «Музыка дневникӗнчи» пьесӑна янӑратнӑ. Композитор маларах ҫырнӑ хайлавсем те концертра пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулне нумаях пулмасть хулари велосипедистсем сезона вӗҫленине палӑртма пухӑннӑ. Пуҫтарӑннӑ-пуҫтарӑннах вӗсем асӑннӑ спорт шкулӗн велоспорт уйрӑмӗ 40 ҫул тултарнине те, «Йӗп ҫинчи хӗвел» физкультура юхӑмне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине те палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта велоспорт пуҫланса кайни тата унӑн аталанӑвӗ Василий Яковлевпа ҫыхӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл пирӗнпе ҫук пулин те ӑна пӗлекенсем ятне ырӑпа асра тытаҫҫӗ.
Велосипедистсен балӗ тесе ят панӑ уява тӗрлӗ шайри велотупӑшура ӑмӑртнӑ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем — Александр Осипов, Виктор Иванов, Вениамин Григорьев, Владимир Трофимов, Федор Пушкин, Сергей Иванов пырса ҫитнӗ.
Чӑн та, 40 ҫул хушшинче маларах асӑннӑ спорт шкулӗ республика чысне шоссе ҫинче тупӑшура, маутинбайк тата бэимикс енӗпе хӳтӗленӗ вуншар спортсмена вӗрентсе кӑларнӑ. Антон Чудиновских тата Дмитрий Белянкин, сӑмахран, ҫамрӑклах Раҫҫейри тата тӗнчи шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерме тытӑннӑ. Дмитрий ҫӗршыв чемпионӗ ята хальлӗхе 5 хутчен ҫӗннӗ, хӑй вӑл 29-та. Икӗ урапаллӑ «урхамаха» маттур «ҫӑварлӑхлама» пултарнине вӑл уява пухӑннисем умӗнче тепӗр хутчен кӑтартса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта унчченхи ача пахчине аукционра сутса янӑ. Унӑн лаптӑкӗ — 1800 тӑваткал метр. Александр Филиппов вара унта ачасенех ҫӳреттересшӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, политика партисенчен пӗри хӑй вӑхӑтӗнче ку ҫурта хӳтӗленӗ. Анчах ӑна юсаттарма май пулман, сутни тупӑшлӑрах-мӗн.
Александр ҫав сутнӑ садик вырӑнне ҫӗннине хута яртарасшӑн. Ара, 3 ача пахчине сутнӑ, анчах вӗсем вырӑнне пӗрре ҫеҫ ҫӗннине хута янӑ.
Сутнӑ ҫуртра мӗн пулӗ-ши? Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аукционра ҫӗнтернӗ организаци садик вырӑнне пурӑнмалли, нумай хваттерлӗ ҫурт тӑвасшӑн. Пулас ҫурт проекчӗпе хальлӗхе паллаштарман.
Ҫак эрнере Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗ килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫса татӑлнӑ. Хута пӗр енчен пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, тепӗр енчен — асӑннӑ академин президенчӗ Владимир Фортов. Енсем малашлӑхлӑ тӗпчев тата инновацилле ӗҫ-хӗл тӗлӗшпе ҫураҫуллӑн ӗҫлемелле.
Владимир Фортов тата академин вице-президенчӗ Сергей Алдошин ҫак хутӑн пӗлтерӗшне хакланӑ май пирӗн республикӑпа академи хушшинче тахҫанах ҫыхӑну пулнине палӑртнӑ, халӗ вара вӑл тата ҫирӗпленӗ. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» компанипе, Вӑрнарти хутӑш препаратсен «Август» савучӗпе, «Химпром» акционерсен обществипе ҫыхӑну тытаҫҫӗ.
Сӑнсем (10)
«Про Город» хаҫат редакцине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Кириенко килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, раштавӑн 4-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен дачи ҫухалнине курнӑ.
Дачӑна ҫӗрпе танлаштарнӑ-мӗн. Хӗрарӑм ҫав тери тӗлӗннӗ. Ара, вӗсен дачи пулнӑ вырӑнтан халӗ ҫул иртет. Лаптӑк «Рассвет» пахчан пулнӑ. Ҫӗмьене кунта мӗнле те пулин ӗҫсем пуласса никам та пӗлтермен.
Нӳхрепре икӗ дачӑран пухнӑ пахча-ҫимӗҫ упраннӑ. 10 кун каялла хӗрарӑмӑн ывӑлӗ кунта пахча-ҫимӗҫе сивӗрен витмешкӗн килсе кайнӑ. Халӗ ав вӗсем тӑварланӑ хӑяр илме килнӗ те… дача ҫук.
Дачӑрах ҫӗрулми упраннӑ. Ӑна вӗсем кӗркунне лавккаран туяннӑ. Ҫемье ҫӗршӗн ҫапӑҫасшӑн мар, анчах ҫапла киревсӗр хӑтланни кӳрентернӗ. Ара, пӗлтермен те-ҫке-ха.
Халӗ Татьяна Кириенко полицие ыйту ҫырнӑ. Ҫул иртекен вырӑнта халӗ йывӑҫ пӳрт юлашкисем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем ҫунса кӗлленнӗпе пӗрех. Анчах банкӑсен йӗрӗ пачах ҫук.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗ юлашки уйӑхри пӗтӗмлетӗве тунӑ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 арҫын ачапа 80 хӗрачана регистрациленӗ. 14-шне качча тухман хӗрарӑмсем ҫуратнӑ.
Акӑ мӗн интереслӗ: чӳк уйӑхӗнче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӑсӑльмансен ячӗсене панӑ. Вӗсем — Якубхан, Тагир, Эмиль, Самир. Хӗрачасене вара Сияна Николь, Злата, Таисия, Амелия, Илона, Акулина, Элиф ятсем хунӑ.
23 ача тӗлӗшпе ашшӗн прависене йышӑннӑ. Ачасене мӑсӑльмансен ячӗсене хурасси Аслӑ Британире анлӑ сарӑлнӑ. Европӑри ҫав ҫӗршывра ку ҫулталӑкра аслисем пепкене ытларах Мухаммед ят панӑ. Социологсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унччен ку ҫӗршывра экзотика ятсем патне туртӑнман. Ҫавӑн пекех унта Омар, Али, Ибрагим ятсене килӗштернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |